«Граждан пуҫарӑвӗ» общество организацийӗн хастарӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ Чӑваш Енри ҫулсене виҫӗ балпа ҫеҫ хакланӑ. Респондентсен 6,24 проценчӗ ҫеҫ ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Ыйтӑма республикӑри 26 муниципалитетра ирттернӗ. Кашни тӑрӑхрах 40 ҫынран кая мар ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 1082 водителӗн шухӑшне ыйтса пӗлнӗ.
Пур муниципалитетра та респондентсем япӑх ҫулсем пирки ҫеҫ аса илнӗ. Лайӑххи темшӗн пуҫа килмен. Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр районӗсенче ҫулсем питӗ япӑххи ҫиеле тухнӑ. Патӑрьел, Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫулсем лайӑх еннелле улшӑннӑ. Вӑрнар поселокӗнче вара арканнӑ ҫул нумай. Улатӑрта ҫулсем ҫинчи шӑтӑк-путӑка хӑйӑр тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вара кирпӗчпе сапланӑ.
Элӗк районенчи Тукач ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа палӑк лартнӑ. Укҫа-тенке халӑх пухнӑ.
Нумаях пулмасть Тукач ялӗнче палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Проект авторӗ – Чӑваш Енри архитекторсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Станислав Удяков.
Тукач ялӗнчен фронта 58 ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен 38-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Пурин ятне те чул плита ҫине ҫырнӑ.
Палӑк ҫӳллӗшӗ – 5 метр, тӑршшӗ – 3 метртан ытларах. Палӑка Сергей Салтыков, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗскер, тума сӗннӗ. Халӑх кар тӑрса укҫа пухнӑ. Палӑка хатӗрлемелли материал валли кӑна 250 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Хальлӗхе палӑк тавра нимӗн те ҫук. Ҫитес вӑхӑтра тукачсем унта сквер йӗркелеме палӑртнӑ.
Элӗк районӗнче тӑхӑр ҫулти арҫын ача пӗвере путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку инкек Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнче утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ишме пӗлмен арҫын ача пӗвере шыва кӗме шухӑшланӑ. Ҫумра аслисем пулман.
Пӗчӗкскер шывпа чыхӑнса кайса путнӑ. Унӑн виллине ҫыранран 10 метр аякра тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать. Ача путса вилни криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ.
Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ.
Элӗксем ҫурхи ӗҫсене вӗҫленине паллӑ тунӑ. Район халӑхӗ, хӑнасем Акатуйра савӑннӑ.
Ӗҫпе спорт уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне тата Экологи ҫулне халалланӑ. Уява ЧР юстици министрӗ Наталия Тимофеева та килнӗ.
Акатуй «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этника картишӗнче иртнӗ. Хӑнасем «Хӑна картишӗсенче» пулса курнӑ. Вӗсене ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ.
Паллах, уява район пуҫлӑхӗ Владислав Волков тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов уҫнӑ. Наталия Тимофеева министр вара халӑха ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ятӗнчен саламланӑ.
Акатуй юрӑ-ташӑсӑр епле ирттӗр ӗнтӗ? Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрланӑ, ташланӑ. Мӗн уяв вӗҫленичченех халӑх йышлӑ пулнӑ.
Элӗк район администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх органӗн ӗҫченӗсем 20 тӑлӑх ҫемье ӑшшине кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Шӑпӑрлансене телейлӗ ачалӑх парнелес килет-и? Сире хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шутланӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнче 114 тӑлӑх пурӑнать. Вӗсенчен 94-шӗ ҫемье тупнӑ ӗнтӗ. Тӑлӑхсем ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туясшӑн, ытти ача пек савӑнса пурӑнасшӑн.
«Ҫемье ҫеҫ ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама пултарать. Ачана ӑшӑлӑх, юрату ҫитменнине ҫемье параять. Пирӗн хушӑра ырӑ чунлӑ ҫынсем пурри савӑнтарать. Вӗсем хӑйсен чӗре ӑшшине пама хатӗр», - тенӗ опека органӗнче.
Ачасене ҫемье ӑшши парнелес килсен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(83535)22382.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача ашшӗне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Денис Павлов темиҫе кун каялла арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ, хӑй сывӑ тата чӗрӗ пулнине пӗлтернӗ. Кайран арҫын каллех ҫухалнӑ.
Апла пулин те полицейскисем ӑна малалла шыраҫҫӗ. Аса илтерер: Денис Павлов, 32 ҫултискер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл Элӗк районне документсем тума каятӑп тесе хӑварнӑ. Анчах унта вӑл ҫитеймен. Арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, арҫын унччен пӗрре те ҫухалса ҫӳремен.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Денис хӑйӗн телефонне ҫутнӑ. Арӑмӗ Ольга ун патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Денис Мускавра пулнине, унта шапаша кайнине пӗлтернӗ. Анчах Шупашкарта та вӑл лайӑх ӗҫлесе илнӗ-ҫке-ха. Шӑнкӑрава детализациленӗ хыҫҫӑн Денис Волгоградран шӑнкӑравлани ҫиеле тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын, виҫӗ ача ашшӗ, ҫухалнӑ. Денис Павлов ҫухалнине ЧР ШӖМӗ те пӗлтерет.
32 ҫулти арҫын Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен, килте, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни хальлӗхе паллӑ мар.
Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Павлова каланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ Элӗк районне документсем тумашкӑн тухса кайнӑ. Анчах вӑл унта ҫитеймен. Унӑн телефонӗ темиҫе сехетрен сӳннӗ. Унччен вӑл кун пек нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен.
Денис ҫанӑсӑр куртка, тӗттӗм кофта, шӑлавар, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Денис ӑҫта пулнине пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89279955460 е 89199771250.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри тӗп вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» таврапӗлӳ сехечӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме вулавӑшсӑр пуҫне Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул та хутшӑннӑ. Уява шкулти 5-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ачасене Чӑваш чӗлхи кунӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа пӗр килнине аса илтернӗ май маттур ҫав чӑваш ӗмӗрӗпех тӑван халӑхӗшӗн тӑрӑшнине, шкулсем уҫнине каласа кӑтартнӑ. Оксана Бархаткина вулавӑш ӗҫченӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самай самантпа паллаштарнӑ.
Тӑван халӑха сӑвӑ-поэмӑпа мухтава кӑларнӑ поэтсемпе паллаштарма вулавӑшра «Чӗлхем, тӑван чӗлхем» курав та йӗркеленӗ.
Элӗкри шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Ирина Николаева «Янра чӑваш чӗлхи, янра!» информаци стенчӗпе паллаштарнӑ. Ӑна Иван Яковлев пултарулӑхне халалланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |